Управление образования администрации города ЧебоксарыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт»»»

 

 

 


 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛ - ЯЛ ПУЛАСЛĂХĔН НИКĔСĔ

06 мая 2008 г.

image #396чăвашА 50 çул çутталла туртнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул, вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 140 çул çитнине тăван халăхăмăр анлă паллă тăвать. Шкул пĕлтерĕшĕ çинчен Улăпăмăр ХIХ ĕмĕрĕн юлашки вун çуллăхĕнче тата ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче сахал мар каласа хăварнă. Халăхсен туслăхĕпе шкул пĕр çыхăра тăнине палăртса 22 çулти йĕкĕт хăй уçнă шкула аталантарас тата чăвашсене пур енлĕн вĕрентессине анлă çул çине кăларас тĕллевпе 1870 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕ П.Д.Шестаков патне çыру çырать. “Пурне те паллă: Хусан, Чĕмпĕр, Самар тата вĕсемпе кÿршĕллĕ ытти кĕпĕрнере чăвашсем пурăнаççĕ. Çак ырă та ĕçчен тата таса чунлă халăх тахçанах Раççейпе пĕрлешнĕ, 150 çул каярах православи тĕнне йышăннă. Анчах хутла вĕренменни ман халăха малалла аталанма чăрмантарса тăрать. Вăл халĕ те этемлĕх пуçламăшĕнчи пек таса мар пурнăçпа пурăнать. Вĕренÿ кăна унăн çулне уçса парĕ. Тĕллевĕме виçĕ çул-йĕрпе пурнăçлама май пур тесе шутлатăп: пĕрремĕшĕ тата чи пĕлтерĕшли - чăваш халăхне православи никĕсĕ çинче хутла вĕрентмелле* иккĕмĕшĕ - вĕреннĕ вырăс халăхĕпе тачă çыхăнура тăмалла, çакна пурнăçлама пĕрлĕхлĕ çемьесем пулни те вырăнлă* виççĕмĕшĕ - чăвашсене иккĕмĕш чĕлхе - вырăс чĕлхи - урлă çутталла туртмалла, тĕнчене кăлармалла”.

Патриархăмăрăн шухăшĕсен чăнлăхне, вăл малашлăха чăннипех те лайăх курса тăнине паянхи кун аван çирĕплетет. Шкул ял пурнăçне пĕтĕмĕшле кăтартакан тĕкĕр пулса тăчĕ. Кунта ăс пухма чупакан ача-пăчана кăна мар, ялта пурăнакан пур тапхăрти çынсене те курма пулать: кĕвенте утланса чупакан пĕчĕк Сенттисене те, ялăн пур хыпарне пĕлекен кинемейсене те, ял тăрăхĕн ыйтăвĕсемпе чупакан яваплă çынсене те. Çакна калани те вырăнлă: ял производстви аталланнă тапхăрта ял-йыш хĕвĕшĕкен вырăнсем колхоз правленийĕпе машина-трактор паркĕччĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисен Хĕрлĕ кĕтесĕсемччĕ е бригада членĕсем пухăнакан уничеччĕ. Раççейри пурнăç хăйĕн йĕрне улăштарнă хыççăн ял халăхне пĕр тĕвве çыхакан центр каллех шкул пулса тăчĕ. Çак шухăш Патăрьел районĕнчи Треньелти пĕтĕмĕшле шкула çитсе курсан тата та çирĕпленчĕ.

ВИÇÇĔРИ ТЕ ШКУЛТА, ÇИЧЧĔРИ ТЕ

ТРЕНЬЕЛ шкулĕн хăйне евĕрлĕхĕ - пĕлÿ пухакансем ытла та çамрăкки.

- Шкулпа ача сачĕ пĕр çыхăнура пирĕн. Çавăнпа та ачасем виççĕрех шкул сукмакне такăрлатаççĕ. Кунти сывлăш, шăнкăрав сасси, педагогсене хăнăхни пĕчĕккисен психологине çирĕплетет, - шкул пурнăçĕпе паллаштарма васкарĕ Т.Н.Тямина директор. - Вĕренÿ процесне çакнашкал йĕркеленин усси куç кĕрет. Шкулта, калăпăр, пурĕ те 80 ача çеç вĕренет, апла пулин те Треньел ачисем районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсенче, предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтереççĕ. Пĕчĕк йышлă шкулсене хупас йăла вăй илсе пырать. Анчах çиччĕри ача кÿршĕ ялта хăйĕн вырăнне тупаймĕ. Хăтлă мар ăна унта. Ман шухăшпа, ялта, ан тив, 20 ача пултăр, анчах шкул ĕçлетĕр. Мĕншĕн тесен паянхи шкул - ялăн социаллă центрĕ, культурăпа пĕлÿ вучахĕ. Ялти чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсем шăпах шкул анлăшĕнче пулса иртеççĕ. Пирĕн патра ачасене пур енлĕн тата тарăн пĕлÿ памашкăн пур услови те çителĕклĕ. Треньелĕнчи тата Ыхра Çырминчи шкул çулне çитмен ачасене пурне те ача садĕнчи вырăнпа тивĕçтернĕ, 2003 çултанпа çуллахи лагерь ĕçлет. 2007 çулта шкулăн техника бази тĕпрен çĕнелчĕ, “Шыв” программа та пурнăçа кĕчĕ. Вĕри е сивĕ шыв кирлĕ-и? - тархасшăн.

Пысăках мар шкул коллективĕ район тата республика шайĕнче иртекен вĕренÿ, творчество, спорт тупăшăвĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Акă дневникри хăш-пĕр йĕркесем: С.С.Рубцовăпа Е.В.Макарова ертсе пынипе Кристина Юманова “Эпир наркотике хирĕç” ÿкерчĕксен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, А.Н.Гаврилова педагогăн ушкăнĕнчи А.Савельева, И.Терентьева, А.Тарасов, А.Лепешкин, Д.Михайлов, Р.Романов, Р.Мидюков, Н.Романов, Э.Соловьева вĕренекенсем сцена ăстисен “Сыввишĕн пурте “сывлăхлă” конкурсра “ылтăн” çĕнсе илнĕ, 9 класра вĕренекен Диана Романова “Манăн ялăм - Раççейĕн сывлăм пĕрчи” конкурс çĕнтерÿçи, Денис Раськин “Парксен маршĕ” тупăшу чемпионĕ... Кун пек çырнине тата нумай тăсма пулать. Мĕншĕн тесен Треньел ачисем вулавçăсен конкурсĕсен, республикăри “Тăван ен культури”, “Чăваш чĕлхи” предметсемпе иртнĕ олимпиадăсен, “Пĕр чĕлхе лайăх та - иккĕ тата лайăхрах” шкул музейĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçисем. А.Н.Гаврилова, Н.Н.Кальметова, О.П.Петрова, И.А.Кошкина педагогсен, И.А.Камалетдинов тренерăн шкул аталанăвĕнчи тÿпине палăртма уйрăмах кăмăллă.

- Енчен те пирĕн ачасем урăх шкулта вĕреннĕ пулсан çак çитĕнÿсене, пĕр ÿстермесĕр калатăп, тăваймастчĕç. Пĕрремĕшĕнчен, вĕсем хăйсен вăхăтне çул çинче чылай çухататчĕç, иккĕмĕшĕнчен, ют вырăна хăнăхасси психологи хăмăтне тăхăнтартнă пулĕччĕ. Эпир шкул комплексĕшĕн вăй-халне шеллемен Н.А.Кошкин умĕнче пуç таятпăр, - терĕ директор.

ЛАЙĂХХИ - АЧАСЕНЕ

“МĔН пур лайăххи - ачасене. Çапла тума Иван Яковлевич хушса хăварнă”,- теме юратать Николай Кошкин. Çунатлă сăмаха ĕçпе те çийĕнчех çирĕплетет: тăван чĕлхепе пичетленекен литературăпа публицистика урлă. Тăван шкулĕнчи библиотекăна хаçат-журнал çырăнса парассипе ырă тĕслĕх кăтартать: ача-пăча хаçачĕпе, журналĕпе пĕрлех “Хыпарпа” унăн ачисене - “Çамрăксен хаçачĕ”, “Чăваш хĕрарăмĕ”, “Сывлăх”, “Кил-çурт, хушма хуçалăх” - çырăннине çирĕплетекен квитанцисем Альбина Зайцева библиотекарь сĕтелĕ çине вăхăтра пырса выртаççĕ. Ырă кăмăллă Н.Кошкин килти библиотекинчен 300 ытла паха кĕнекесене шкула парнеленĕ. Хулари ырлăха яла çитерессипе те çине тăрсах ĕçлет. Вăл тăрăшнипех шкул столовăйне вĕри шыв кĕртнĕ. Çитĕнекен ăру хаваслă ÿстĕр, тĕреклĕ, пур енĕпе те ăста пултăр тени те пуш сăмах мар. Треньелĕнчи ачасен пурнăçĕ иртнĕ çул пушшех те пуянланнă. Н.А.Кошкин телевизорпа DVD-плеер, икĕ комплект компьютер, пластик йĕлтĕрсем парнеленĕ.

Ачалăх - илем, ачасем - пуласлăх. Çак тĕллеве çÿллен пурнăçласа пырать те Николай Александрович. Шкулпа çыхăну тытасси Николай Александровичăн чылай маларах пуçланнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă хыççăн Патăрьел районĕнчи пушара хирĕç кĕрешекен пай пуçлăхĕнче пĕр вăхăт ĕçленĕ. Пуçарулăхне кура Треньелĕнчи кирпĕч заводне ертсе пыма шаннă. 1992 çул пуçламăшĕнче Треньелĕн уй-хир бригади “Батыревский” совхозран уйрăлса тухса кирпĕч завочĕпе пĕрлешнĕ. Çакăнтан ял хуçалăх предприятин йывăр лавĕ те Н.А.Кошкин хул пуççийĕ çине тиеннĕ.

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Н.А.Кошкин хăй патне чĕнтерчĕ. Футбол команди йĕркелессине пĕлтерчĕ. “ППЧ-29” ятлăччĕ вăл, халĕ “Керамик” - районта вăйлă командăсенчен пĕри. Пирĕн футбол команди район чысне республикăри ăмăртусенче пĕрре мар хÿтĕленĕ, - терĕ Ю.Логунов физкультура учителĕ.

СУКМАК ПИРĔН ЧАПЛĂ ТРАССА, ÇЕРЕМ

ВАРА - СТАДИОН

- 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче Треньел шкулĕнче вĕренекенсем вун-вун спорт ăмăртăвне хутшăнса çĕнтернĕ. Н.Г.Деверинская ячĕллĕ кĕрхи кросран, мини-футбол турнирĕнчен, çамрăк шахматистсен ăмăртăвĕнчен, йĕлтĕрçĕсен чупăвĕнчен медальсемпе таврăннă. Çапах та спорт календарĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм - А.Т.Краснов ячĕллĕ турнир. Треньел шкулĕ кăçал та хăйĕн стадионĕсенче /вулакан ан тĕлĕнтĕр: çак пĕчĕк шкулăн чăннипех те икĕ футбол уйĕ/ республика командисене йышăнчĕ. “Хыпар” ИÇ турнирăн информаци спонсорĕ пулнă май çапла çырнăччĕ: “Паллă спорт комментаторĕ Николай Озеров Юрий Макаров çамрăк футболист мĕнлерех ăнтăлса вылянине курнă пулсан маттура кампа танлаштарнă пулĕччĕ-ши? Павлюченкăпа пулĕ. Ваня Шувалов хапхаçăна, паллах, тĕнчене тĕлĕнтернĕ Лев Яшинпа. Хаклава Слава Макаров капитан та тивĕçнĕ пулĕччĕ. Командăри çак виç кĕтеслĕх “тарланипе” Патăрьел районĕнчи Треньел шкул команди А.Т.Краснов ячĕллĕ турнирта виççĕмĕш хут çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çĕнтерÿ ялавне тытса пыма çăмăл маррине ăмăрту уйне тухса курнă футболист аван пĕлет. Кунта сана хирĕç вылякан команда тактикине те пĕлмелле, кулленхи тренировкăсенче ăсталăха та ÿстермелле, çĕнтерĕве туптамашкăн вăй-хал тĕлĕшĕнчен те çирĕпленмелле. Тĕрĕссипе, камăн Зидан е Марадона пек пулас килмест?”

ЯКОВЛЕВ ЕТКЕРНЕ ТĂСАКАН

Аслă педагог И.Я.Яковлев хăйĕн хăвачĕпе чун хавалне халăхне панă, ăна пурте пĕлетпĕр. Çавăн пек пысăк чунлă вĕрентекенсем, тĕрĕссипе, кашни шкултах пур. Вĕсем шкул пурнăçĕпе кăна мар, ял, тăрăх, район пурнăçĕпе кăсăкланса тăраççĕ, тавралăхне çутăрах сăн парассипе вăй-халне шеллемеççĕ. Çавăн пек çын пулнă та Александр Тихонович Краснов.

Александр Краснов вĕрентÿçĕне Патăрьел районĕнче кăна мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Ачасене ăс-хакăл пилленисĕр пуçне педагог яланах ырă ĕç тума васканă, хăйĕн пархатарлă тĕслĕхĕпе шкул ачисене те, хăйĕн 5 хĕрне те “чирлеттернĕ”. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртмелле - Александр Тихоновичпа унăн йышлă команди малта, тĕм-йывăç лартмалла - тархасшăн, шкул çуртне çĕклемелле - малалла! Раствор-бетон çăрасси, кирпĕч çĕклесси - А.Т.Краснов “çарĕн” ĕçĕ.

Шкулти ĕç-пуçа тирпейлеме мăшăрĕ Александра Александровна яланах пулăшнă, пысăкрах ĕçсен проекчĕсене Николай Александрович Кошкинпа, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçипе канашланă. Красновпа Кошкинăн пуян çимĕçĕ паян ялта пурăнакан кашни çыннăн куçĕ умĕнче: асфальт сарнă, йывăç лартнă, сарлака та таса урамсем, шкулпа ача сачĕн çурчĕ, ял хĕрринчи пысăк пĕве. Тата... хулари пек “урамсем” çине пайланă, асфальт сарнă çăва. Кун пеккине республикăри ытти ялта курманччĕ-ха. Ырă çын яланах ырă йĕр хăварать çав.

2003 çулта Треньел шкулĕ умне халăх чылай пуçтарăннă. “А.Т.Краснов ячĕллĕ Треньел шкулĕ” буклетра çак йĕркесене вулатпăр: “Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Треньел ялĕнче пысăк уяв иртрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Треньелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула Александр Тихонович Краснов ятне панă”.

ПАТТĂРЛĂХ УПРАВĔ

Халăхăмăр Çĕнтерÿ кунне паллă тăвать. Шкул музейĕнчи кашни стенд, кашни япалах пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетĕп пулин те “Вĕсем çĕнтерÿшĕн пуçĕсене хунă” планшет патĕнче ытларах чарăнса тăратăп. Ятсерен паттăрсем-çке. Аслă Çĕнтерĕве хăйсен пурнăçĕпе, юнĕпе çывхартнă çынсем: Михаилпа Аркадий Галкинсем, Лазарь, Илья, Егор, Александр Пайминсем, Петр, Николай, Куприян, Иван Мясниковсем. Амăшĕсем, мăшăрĕсем, аппăшĕсем... мĕнле чăтса ирттернĕ-ши “вилĕм” хучĕсене илсен?

Треньел шкулĕн музейĕ экспонатсенчен пуян. Ăна йĕркелекенсем ял историне юратни, хăйсен çыннисене сума суни кашни стенд-планшетрах сисĕнет. Этнографи материалĕсем вĕрентÿ хатĕрĕ пулнине те аванах туятăн. Треньел, музее йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх, 350 çул каярах йĕркеленнĕ. Виçĕ ĕмĕр çурă хушшинче Треньел сахал мар хура-шур курнă: ял хуçалăхне çĕкленĕ, политика арманĕнче авăрăннă, Треньелĕн паттăр çыннисем Аслă Çĕнтерĕве туптанă. 54 çын вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Вĕсене Треньелсем нихăçан та асран кăлармĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Экономика, социология, менеджмент Федеральный образовательный портал: Российское образование ЕГЭ: Портал информационной поддержки Единого Государственного Экзамена Естественно-научный образовательный портал  
Информационно-коммуникационные технологии в образовании Российский общеобразовательный портал Российский портал открытого образования  Информационный портал: Юридическая Россия  

 

 

 

 

Система управления контентом
428000, г. Чебоксары, Московский проспект д.8,
Телефон: 58-15-49
Факс: 58-14-94
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика