21 июня 2018 г.
«Чемпионсен хĕрÿ юратăвĕ пирĕн чĕрере», — çырни куç умне пулчĕ «Лакрей вăрманĕ» паркра. Тăван çĕршыв спортсменĕсемшĕн «чирлени» Тĕнчери футбол чемпионатне халалланă баннертанах паллă. Ара çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче шăпах çак ăмăрту уçăлнă-çке! Чемпионат утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. «Лакрей вăрманĕнче» вара футболла çĕршывăн пуласлăхĕ вылярĕ. Камсем тетĕр-и? Вĕсем — шкул çулне çитменнисем, ача садне çÿрекенсем. Апла пулин те чăн-чăн мини-футболла выляма пĕлеççĕ шăпăрлансем.
Шупашкарти ача сачĕсен хушшинче уйăхĕпех футбол ăмăртăвсем иртнĕ. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа пурĕ 112 команда пĕр-пĕрин хушшинче вылянă. Тĕрлĕ садикĕн спорт лаптăкĕнчен кашни кунах гол! тесе кăшкăрни илтĕннĕ. Унччен воспитательсем, физкультура вĕрентекенĕсем çулталăк тăршшĕпе командăсен ăсталăхне туптанă. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене хаваспах футболла выляттарма килĕшнĕ. Чи хастаррисене суйласа вара команда йĕркеленĕ. Тапхăр хыççăн тапхăр иртнĕ. Финала 4 команда тухнă.
Мероприятие Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Маслова уçрĕ. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсем Владимир Андреев тата Валентина Егорова /вăл Олимп вăййисен чемпионĕ те/ салам сăмахĕсем каласа хутшăнакансене хавхалантарчĕç.
112-мĕш ача садĕнчи «Азамат» тата «Асамат кĕперĕ», 166-мĕш ача садĕнчи «Армада» тата 141-мĕш ача садĕнчи «Пилеш» командăсем — финала тухма тивĕçнисем. Анчах та мечĕклĕ кубок 3 кăна! Хăш команда çĕнсе илĕ-ши вĕсене? Тăваттăмĕшĕ, футболистли, хăшĕн аллине çакланĕ-ши? Çавна палăртмашкăн ачасем финалта шăл çыртса тупăшрĕç. Мечĕк хыççăн чупнă чухне пĕр-пĕрне чышса ыраттарни, шуса ÿкни, куççуль юхни, гол кĕртсен пĕрисем ур-ра! кăшкăрни, теприсем вара кулянни — веçех черетленсе пычĕ. Аманнисен вырăнне саппасри вăйăçă тухни çĕнĕ сывлăш кĕртет. «Чирлекенсем» командăсене тĕрлĕ майпа хавхалантараççĕ: ташлаççĕ, кăшкăртаççĕ, шăхăраççĕ, юрлаççĕ. Спорт вăййи вăй парать. Ачасем çав тери шухă та маттур. Ахаль тăракан никам та çук. Акă 93-мĕш садикрен килнисем — «Армадăшăн»: «Пирĕн ача сачĕн команди «Туслă ачасем» ятлă. Эпир чĕрĕк финала çеç тухрăмăр. Апла пулин те кулянмастпăр. Калинин районĕпе шута илсен 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр». «Эпир «Пилеш» командăшăн «чирлетпĕр». Кăшкăратпăр, шăхăратпăр. Сас пĕтесрен те хăрамастпăр», — терĕç 88-мĕш ача садне çÿрекенсем. «Лакрей вăрманĕ» паркри стадион паян ачасене, ашшĕ-амăшне, воспитательсене пухнă. Унсăр пуçне студентсем те пур. Оксана Николаева Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вĕренет. «122-мĕш ача садĕнче практика иртет пирĕн. Ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Спортпа туслă пулни савăнтарать. Эпир — «чирлекенсем». Çакăн йышши пысăк мероприятисене çÿреме яланах хавас», — пĕлтерчĕ воспитатель профессине алла илме хатĕрленекен пике. Çĕнтерÿшĕн тупăшакансен çумĕнчех ытти садик команди те футболла вылярĕ. Хаваслă-çке! «Труд» стадионта вырăнĕ те çителĕклĕ.
Ăмăртăва 111-мĕш ача садĕнче музыка ертÿçинче вăй хуракан Светлана Сергеева тата 184-мĕш ача садĕнчи физкультура вĕрентекенĕ Артур Николаев ертсе пычĕç. Хĕрÿ вăйăра 1-мĕш вырăна «Азамат» команда тухрĕ. 2-мĕшне — «Армада», 3-мĕшне «Пилеш» йышăнчĕç. «Çĕнтерÿ патне талпăннăшăн» номинацие «Асамат кĕперĕ» тивĕçрĕ.
«Эпир паян «Пилеш» тата «Армада» командăсемпе вылярăмăр. Çĕнтертĕмĕр, ур-ра! Эпĕ савăнатăп. Маншăн атте-анне те хĕпĕртет», — савăк кăмăлпа калаçрĕ 112-мĕш ача садне çÿрекен Максим Санчугов. «Армада» командăн хапхаçи Сергей Иванов 2-мĕш вырăна тухнишĕн пачах та кулянман: «Эпĕ çакăн пек йышпа вылянăшăн кăмăллă. Паян çĕнтереймесен, ыран мала тухатпăрах». «Хирĕç вылякан командăран мечĕке икĕ хут туртса илтĕм», — йăл куллине пытараймарĕ 166-мĕш ача садĕнчи Рома Михайлов.
Çĕнтерÿçĕ командăн ăсталăхне Азамат Николаев туптать. Кашни эрнере икшер заняти ирттерет. Футбол секцине кăмăл тăвакансем çÿреççĕ. «Малтанласа ачасемпе йывăртарахчĕ. Шкул çулне çитменнисем ыттисемпе танлаштарсан — пачах урăхла категори. Вĕсене вĕрентме тĕрĕс мел пĕлмелле. Паянхи тупăшăва çăмăл тесе калаймастăп. Çĕнтерÿçĕсем паян лайăхрах та выляма пултарнă. Паллах, малти вырăна тухса савăнтарчĕç. Малашнехи плансем пысăк. Тен, эпĕ вĕрентнĕ ачасем спортсменсем пулайĕç?» — шухăшĕпе пайланчĕ Азамат Юрьевич.
http://hypar.ru/cv/pechekkisem-te-futbolla-yuratsa-vylyacce
Источник: "Тантăш"