Управление образования администрации города ЧебоксарыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт»»»

 

 

 


 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытрĕ

03 марта 2019 г.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕшĕн ашшĕ-амăшĕ ачисенчен ытларах пăшăрханать. Халăх хушшинче пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ çак шухăша «ППЭ — ашшĕ-амăшĕ валли» акцире те палăртрĕç. Ашшĕ-амăшĕн тата ачисен пăшăрханăвне сирес, вĕсене çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтарас тĕллевпе Раççейре ку акци виççĕмĕш хут иртрĕ.

Шупашкарта ăна кăçал 56-мĕш шкулта йĕркелерĕç. Палăртнă вăхăта республикăн тĕп хулинчи тĕрлĕ пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхипе экзамен тытма пухăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Асăннă мероприятие ашшĕ-амăшне экзамен йĕркипе тĕплĕнрех паллаштарас тесе йĕркеленĕ. Малтанах пухăннисене регистраци турĕç. Унтан вĕсем металлодетектор тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Унтан ашшĕ-амăшĕпе депутатсене ятарлă аудиторисене вырнаçтарчĕç, КИМ материалĕсене пичетленине тата сканерланине кăтартрĕç. Пухăннисем 20 минута тăсăлакан тест заданисене пурнăçларĕç. Кайран, паллах, экзамен кăтартăвĕсемпе паллашрĕç.

Аса илтеретпĕр: 2018 çулта Шупашкарта 27 вĕренекен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 100 бал пухнă. 2019 çулта Чăваш Енре ППЭ тытма ирĕк ыйтса 6219 çамрăк заявлени çырнă. 2018 çулта 6068 пулнă. Шупашкарта вара кăçал 2192 вĕренекен ППЭ тытĕ. Вырăс чĕлхи яланхиллех чи массăллă экзамен шутĕнче. Ăна тытма 5980 çын кăмăл тунине палăртнă. Суйласа илнĕ предметсен хушшинче чи анлă сарăлни — обществознани. Ăна 3360 çын суйласа илнĕ. Физикăна кăçал — 2093, химине — 1159, биологине 1473 çамрăк тытĕ. Ют чĕлхесен йышĕнче 2019 китай чĕлхипе те ППЭ тытма юрать. Чăваш Енре кăçал пĕр çамрăк китай чĕлхипе экзамен парĕ /Раççейре 43 регионта 289 çын/. Кăмăл тăвакансем 2019 çулта ППЭ - не палăртнă вăхăтран маларах пушăн 20 – акан 10-мĕшĕсенче тытма пултарĕç. Тĕп экзаменсем вара çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулĕç. Республикăра пĕтĕмпе экзамен ирттермелли 35 пункт ĕçлĕ.

Алена АРШИНОВА, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ:

Çак акцие хутшăннин, вăл мĕнле иртнине туйнин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Акципе килĕшÿллĕн ППЭ-не пуçласа тытатăп. Пурнăçра экзамен чылай пулнă, вĕсене яланах хатĕрленнĕ. Пытармастăп, паян хатĕрленмесĕрех килтĕм. Пирĕн вăхăтра экзаменсем тытнă вăхăтра стреслă лару-тăрусем пулман. Паянхи ачасем те кирек епле лару-тăрура та çухалса каймаççĕ пек туйăнать. Çивĕч ăслă, анлă тавра курăмлă, пултаруллă вĕсем. Çавăнпа шпаргалкăсем çырмалла мар. ППЭ черетлĕ тĕрĕслев пулнине, унта çирĕплĕх кирлине ашшĕ-амăшĕн ачисене ăнлантарса памалла. Пурнăçра экзамен та, йывăр лару-тăру та пулатех, вĕсене çĕнтерме, парăнтарма пĕлмелле.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Экономика, социология, менеджмент Федеральный образовательный портал: Российское образование ЕГЭ: Портал информационной поддержки Единого Государственного Экзамена Естественно-научный образовательный портал  
Информационно-коммуникационные технологии в образовании Российский общеобразовательный портал Российский портал открытого образования  Информационный портал: Юридическая Россия  

 

 

 

 

Система управления контентом
428000, г. Чебоксары, Московский проспект д.8,
Телефон: 58-15-49
Факс: 58-14-94
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика